👍 Пушкăртстанра газобетон завочĕ пулĕ — 9 июля 2026 г. в 04:00:04
👍 Пушкăртстанра газобетон завочĕ пулĕ ✅ Республика Пуçлăхĕ Радий Хабиров газобетон туса кăларакан завода хăпартма старт панă. Ăна Çтерлĕ районĕнчи «Алга» уйрăм экономика зонин лапамĕнче «Экопромстрой» компани хăпартĕ. Çĕнĕ предприятире 85 çĕнĕ ĕç вырăнĕ уçăлĕ. 📝📝 – Çăмăл мар лару-тăрура Пушкăртстан экономики инвестицисене явăçтарни савăнтарать. Эпир «Алга» уйрăм экономика зонин резиденчĕсем валли пур условисене туса патăмăр. Ахальтен мар асăннă экономика зонине Раççейре чи лайăх аталанаканнисен шутне икĕ хутчен кĕртнĕ, – тенĕ Радий Хабиров церемони вăхăтĕнче. ⚒️ Çĕнĕ завод çĕршывра пĕрремĕш пулĕ, унта Раççейре халиччен кăларман арматурăпа çирĕплетнĕ (армированный) бетон продукцийĕ туса кăларĕç. Республика пуçлăхĕ асăннă предприяти строительсем валли çитес çул хăй продукцине туса кăларасси пирки пĕлтернĕ. Компанин ертÿçипе пĕрле Радий Хабиров пулас завод ĕçченĕсем валли çырупа вăхăт капсулине хунă.