📝 Радий Хабиров пĕлтерĕшлĕ саккунсене алă пуснă — 9 июля 2026 г. в 05:00:08
📝 Радий Хабиров пĕлтерĕшлĕ саккунсене алă пуснă ✍️ ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров 2026 çулхи июнь уйăхĕнче пĕлтерĕшлĕ саккунсене алă пуснă. Вĕсем СВО пайташĕсене тата «БАРС» ятарлă отряд салтакĕсене пулăшассипе, çынсене адреслă пулăшу парассипе, массăллă мероприятисен хăрушсăрлăхĕпе, налук çăмăллăхĕсемпе тата ытти сферăпа çыхăннă. ✅✅ Уйрăм пулăшу пулĕ Пушкăртстанра СВОна хутшăнакансен ыйтăвĕсене уйрăмăн татса парĕç. Июнь уйăхĕн 10-мĕшĕнче ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров республикăра ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен çемйисене адреслă пулăшу парасси çинчен калакан указа алă пуснă. Çак документпа килĕшÿллĕн çар çыннисене тата вĕсен çывăх тăванĕсене ятарлă пулăшу парассишĕн республикăри Ĕç, çемье тата халăха социаллă хÿтлĕх паракан министерство яваплă пулĕ. Пулăшу ыйтакансене пурне те пĕрлехи электронлă реестра кĕртĕç, унта вĕсен статусĕсене тата ыйтусене епле татса панине палăртĕç. ✅✅ Адреслă пулăшу анлăрах пулĕ Пушкăртстанра социаллă пулăшу памалли çынсен категорийĕсен списокне анлăлатнă. ПР Патшалăх Пухăвĕ – Курултайĕ йышăннă республикăри адреслă социаллă пулăшу çинчен калакан саккуна Радий Хабиров çирĕплетнĕ. Адреслă социаллă пулăшу илекенсен шутне сахал тупăшлă çемьесем е пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен сахалрах тупăш илекен пĕччен пурăнакан граждансем тата çар операцине хутшăнакансем кĕреççĕ. Пулăшу виçине республика правительстви палăртать. Документа граждансене пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме тата уйрăм предприниматель ĕçне илсе пыракансене хавхалантарас тĕллевпе йышăннă. Тĕпленрех пĕлме - https://ursassi.ru/