🍓🍓Кашни çырлара – хĕвел, ăшă тата юрату — 16 июля 2026 г. в 04:00:02.566
🍓🍓Кашни çырлара – хĕвел, ăшă тата юрату 🏡 Шаран районĕнчи Хурамал ялĕнчи уйрăм предпринимателĕн Наталья Андриянован çĕр çырли плантацийĕсем çинче пылак та тутлă шăршăллă çырла пухаççĕ. Наталья Андриянова вунă çула яхăн ашшĕ-амăшĕпе, Николай Васильевичпа тата Елизавета Мефодиевнăпа пĕрле, куккăшне, Ĕрĕкмен ялĕнчи Олег Дмитриев уйрăм предпринимателе, хастар пулăшнă. 2020 çулта садри çĕр çырлине ÿстерес енĕпе пысăк опыт пухнă хĕрарăм ултă гектар пай çĕрĕсене арендăна илсе хăй ĕçне пуçланă. 👍 Наталья Николаевна пек çынсем пирки «вăл ĕçре савăнăç, телей тата киленÿ тупать» теççĕ. 🍓– Кашни çырлана ăшăпа юрату хыватăп. Вĕсен тутин пахалăхне тĕпчетĕп, çĕнĕ сортсем туянатăп. Çав шутра – «Азия», «Азия+», «Мурано», «Троицкая», «Мальвина», «Роксана», «Соната», «Клери», «Сирия», «Купчиха», «Елизавета» сортсем. Çырласем шултра та пылак. Ку сортсене транспортпа турттарма меллĕ, – тет Наталья Николаевна. 🍑 Сезон вăхăтĕнче çырла плантацийĕсенче ĕç вĕресе тăрать: çĕр çырлине сутма хатĕрлеççĕ. Кашни кун виç çĕр килограмм пуçтараççĕ. Хурамал, Старочикеево, Юность, Папановка, Михайловка, Байгильдино ялĕсенче пурăнакансем вара укçа ĕçлесе илме те пултараççĕ. Çырласене республикăри хуласенче сутаççĕ. Тĕплĕнрех пĕлме - https://ursassi.ru/