Пушкăртстана – çĕнĕ транспорт — 16 июля 2026 г. в 06:00:19.477
Пушкăртстана – çĕнĕ транспорт Пушкăртстан Республикин чугун çул транспорчĕ çĕнĕ электропоездпа – «Финист» ЭС-104 – пуянланнă. Вăл пилĕк вагонран тăрать. – Çĕнĕ состав анлă усă куракан маршрутсемпе çÿрĕ: Ĕпхÿ – Кумертау – Эрĕнпур, Ĕпхÿ – Приютово – Абдулино, Ĕпхÿ – Аша, çавăн пекех Ĕпхÿ хула агломерацийĕн чиккине кĕрекен Дема – Иглино. Çакă çул çÿревсене хăтлăрах тума май парĕ, – каласа панă ПР транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министрĕ Любовь Минакова. Паянхи кун Пушкăртстанри куçса çÿрекен составăн паркĕнче 4 «Ласточка» электропоезд, 7 «Финист», 4 «Орлан» рельссем тăрăх çурекен автобус тата ЭП2Д серине кĕрекен 3 электропоезд пур.