Çул çинче электроскутер водителĕ вилнĕ — 28 сентября 2026 г. в 05:00:58.006
Çул çинче электроскутер водителĕ вилнĕ Çул-йĕр çинчи инкек ĕнер, сентябрь уйăхĕн 27мĕшĕнче, каç еннелле 17 00 сехетсенче пулса иртнĕ. Малтанхи кăтартусем тăрăх, 42 çулхи водитель «Чанган» автомобильпе Базилевка – Федоровка çулпа пынă чухне çула май пыракан электроскутера пырса тăрăннă. Скутер рулĕ умĕнче 49 çулхи арçын пулнă, вăл сурансене пула вырăнтах сывлама пăрахнă. Хальхи вăхăтра эксперт службисем çул-йĕр пăтăрмахĕн сăлтавне уçăмлатаççĕ. Сăмах май, çак кунах кăнтăрла Ĕпхÿ – Эрĕнпур çул çинчи авари те вилĕмпе вĕçленнĕ. Кунта 116-мĕш çухрăмра «Ниссанпа» çăк турттаракан «Даф» автомобильсем çапăннă. Çăмăл машинăри 70 çулхи водителĕн пурнăçĕ татăлнă.