Вĕсене нимĕнле йывăрлăхсем те парăнтарайман — 28 сентября 2026 г. в 04:00:10.218
Вĕсене нимĕнле йывăрлăхсем те парăнтарайман Ĕнерхи салтаксем хаяр вăрçă хирĕнчен таврăна пуçланă. Нумайăшĕ ĕмĕрлĕхех вăрçă хирĕнче выртса юлнă. Герасим Никифорович Германов фронтовик хăрах урасăр пулсан та килне килсе çитнĕ. Ăна юратнă мăшăрĕ Агафья Игнатьевна Зайкина кĕтсе илнĕ. Вĕсем вăрçăчченех çемье çавăрнă пулнă, çемьере икĕ хĕрпе виçĕ ывăл çитĕннĕ. Герасим ĕçчен те патвар çын пулнă. Ăсталăхĕпе тата пултарулăхĕпе Агафья Игнатьевна та упăшкинчен кая юлман. Хаяр вăрçă пуçлансан Герасим вăрçă хирĕнче, Агафья тылра çĕнтерĕве туптанă. Вăрçă хыççăн канма май килмен: ырми-канми ĕçлесе арканнă çĕршыва ура çине тăратма тÿр килнĕ. Герасим ăста кăмакаçă пулнă. Вăл купаланă кăмакасем Авăркас район çыннисене çеç мар, кÿршĕ районсенчисене те хăйсен ăшшисемпе савăнтарнă. Агафья та упăшки пекех паттăр пулнă, килти хуçалăха тытса пынисĕр пуçне колхозра вăй хунă. 1946 çулхи сентябрь уйăхĕн 26-мĕшĕнче Зайкинсен çемйинче тепĕр хĕр çут тĕнчене килнĕ. Ăна Елена ят панă. Çулĕ çитсен сывлăхĕпе çирĕп те çивĕч ăслă хĕр ача Мăйлăпукан шкулне пĕрремĕш класа кайнă. Ăна пĕтернĕ хыççăн строитель пулас шутпа Çтерлĕри ятарлă професси пĕлĕвĕ паракан училищĕне вĕренме кĕнĕ. Тĕплĕнрех пĕлме - https://ursassi.ru/