Тÿртÿллĕре Турă çуртне тирпей-илем кĕртнĕ
Тÿртÿллĕре Турă çуртне тирпей-илем кĕртнĕ Шаран районĕнчи Тÿртÿллĕ ялĕнчи çветтуй Иннокентий Иркутский ячĕллĕ чиркÿ территорийĕнче экологи субботникĕ иртнĕ. Ăна Шаран районĕнчи хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Ляйсан Гибатова йĕркеленĕ. Общество пĕрлешĕвĕн членĕсем чиркÿ территорине тирпейленĕ. Субботника Ляйсан Гибатова, вырăнта пурăнакан общество пĕрлĕхĕн хастарĕсем Дамира Федотова, Валентина Жукова, Людмила Кузьмина, Светлана Бессонова, Инна Леонтьева, Венера Иванова, Ирина Андреева, Ольга Семенова, Алена Иванова, Люзия Абдуллаева, Эмилия Казакова хутшăннă. Вĕсене Владислав Сергеев, Петр Федотов, Артем Матвеев хастар пулăшнă. Тĕплĕнрех пĕлме - https://ursassi.ru/