Ырă пуçарăва – ырă çул
Ырă пуçарăва – ырă çул Аслӑ та мухтавлӑ Раҫҫей ҫӗрӗшӗн ӗмӗрсем хушши пирӗн несӗлсем мӗн чухлӗ юн тӑкман-ши? Кам шутласа кӑларӗ, кам истори страницисене уҫӗ? Паян та пирӗн Тӑван ҫӗршывшӑн питех те ҫӑмӑл мар лару-тӑру... Пиллӗкмӗш ҫул хаяр вӑрҫӑ пырать, ятарлӑ ҫар операцинче пирӗн хӑюллӑ арсем Раҫҫей пуласлӑхӗшӗн ҫапӑҫаҫҫӗ. Шел пулин те, вӗсен хушшинче ӗмӗрлӗхех куҫӗсене хупнисем пур. Мӗн тӑвӑн, вӑрҫӑ... Пирӗн тивӗҫ – вӗсен ячӗсене пулас ӑрусем валли хӑварасси! Ҫӗршыв хӑйӗн паттӑрĕсене пӗлмеллех. Çак сӑмахсем ахальтен мар хӑватлӑ янӑраҫҫӗ! Истори страницине уҫса Пелепей тӑрӑхӗнчи пурте пӗлекен Слакпуҫ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Совет Союзӗн Геройӗ Н.С. Павлов паттӑрлӑхӗ ҫинчен каласшӑн. Вун тăхăр ҫулхи каччӑ 1941 ҫулхи кӗркунне хӑрушӑ вӑрҫӑ ҫулӑмне кӗнӗ, паттӑр артиллерист пулса тӑнӑ. Вăл Старая Русса патӗнчи хаяр ҫапӑҫура «Хастарлăхшăн» пӗрремӗш медале тивӗҫнӗ. Хӑюллӑ чӑваш каччине артиллери расчечӗн командирӗ пулма шаннӑ. Миҫе ял-хулана ирӗке кӑларассишӗн хаяр ҫапӑҫусене хутшӑнма тивмен-ши ӑна? Тĕплĕнрех пĕлме - https://ursassi.ru/