Çичĕ паттăра асра тытса асăну хăмисем уçнă
Çичĕ паттăра асра тытса асăну хăмисем уçнă Авăркас районĕнчи Толбазă салинчи 3№ шкулăн стени çине ятарлă çар операцинче пуçĕсене хунă çичĕ паттăра асра тытса асăну хăмисем вырнаçтарнă. Çак пархатрлă ĕçе пурнăçлама пуçарупа салтаксен çывăх çыннисем тухнă пулнă, район администрациĕ вара май çитнĕ таран пулăшу панă. Район центрĕнчи шкулта Салават Галиаскаров, Ильдар Мухамадьяров, Анатолий Никитин, Владимир Ренгач, Эдуард Алексеев, Азат Кутлугузин, Николай Дунов çĕршыв хÿтĕлевçисем тĕрлĕ çулсенче пĕлÿ илнĕ, малашлăх планĕсене палăртнă. Шел пулин те хаяр вăрçа пула каччăсен пурнăçĕсем ир татăлнă. Вĕсен паттăрла ĕçĕсене паянхи тата пулас ăру яланах асра тытĕ, асăну хăмисем вара иртнине куç умне кăларса тăратма пулăшĕç. Паллах, паттăрсем çамрăксемшĕн патриотизмпа çарти хастарлăх тĕслĕхĕ пулса тăрĕç. Чыс та мухтав Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене!