⚡️ПАЛЛĂ ÇЫННА – 10 ЫЙТУ — 21 июля 2026 г. в 09:51:15.274
⚡️ПАЛЛĂ ÇЫННА – 10 ЫЙТУ Евгений УРДЮКОВ, К.В.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗн артисчӗ 1⃣Женя, арçын артиста чечек вырăнне тата мĕн парнелеме юрать? — Кофе, канфет… Чечек те питĕ лайăх, ăна кайран арăмсене парнелеççĕ! 2⃣Голливуд çăлтăрĕсен журналĕн хуплашки çине тухас килет-и? — Паллах, тухас килет! 3⃣«Кайсас» сасси ăçта çĕтрĕ? — «Кайсас» сасси хăйĕн контракчĕпе пĕрле вĕçленчĕ. 4⃣Пулас мăшăрупа ăçта паллашрăн? — Интернет уçлăхĕнче. 5⃣Роле калăпланă чухне куççуль тухмасан мĕн тăватăн? — Ун пекки сайра пулать. Пурнăçри хурлăхлă саманта аса илетĕп. 6⃣Хăв вылянă рольти хăш сăнарăн пурнăçĕпе пурăнас килет? — Нихăшĕнпе те. Хамăн пурнăç — чи лайăххи. 7⃣Санăн шухăшупа, пуçлăхсене йăпăлтатмасăр, юрамасăр пурăнма, ĕçлеме пулать-и? — Паллах, пулать! Хăвăн ĕçе лайăх пурнăçла та сана никам та нимĕн те калаймĕ. 8⃣Кама пĕр шухăшласа тăмасăрах «хура списока» кĕртме пултаратăн? — Ултавçăсене. Списокра вĕсем — пĕрремĕш. 9⃣«Роле чи лайăх вылякан артист» ята тивĕçни мĕн парать? — Малашлăх, хавхалану, яваплăх, тепĕр хутчен çĕнтермешкĕн пысăк туртăм. Тата укçа. 1⃣0⃣Эсĕ чылай çул хусах пурăнтăн. Çемье пурнăçĕ мĕнле пек? — Лайăх! Питĕ лайăх! Канала ҫырӑнас

