⚡️ПАЛЛӐ ҪЫННА – 10 ЫЙТУ
⚡️ПАЛЛӐ ҪЫННА – 10 ЫЙТУ Надежда КУЗЬМИНА, Чăваш Республикин тава тивӗçлӗ артистки, юрăç 1⃣ Хăвна актриса е юрăç пек ытларах килĕштеретĕн? — Актриса пек. 2⃣ Артиста кураканăн юратăвĕ вăй парать теççĕ. Спектакльконцерт хыççăн ывăннине туймастăн-и? — Спектакльти роль мĕн чухлĕ яваплăрах, вăй çавăн чухлĕ ытларах кĕрет. Куракансем чăннипех асамлă хăват параççĕ. 3⃣ Кĕрекере: «Надя, юрла-ха пĕрех хут», — тесен савăнăçлă юрă аса килет-и е хурлăхли-и? — Кун пекки тăтăшах пулать, яланах ĕлĕкхи тарăн шухăшлă юрăсене юрлатăп. 4⃣ Спектакльте хăв килĕштермен роле выляса курнă-и? — Артистăн ун пек роль пулмалла мар. 5⃣ Пĕр-пĕр ĕçе пурнăçлама йывăр пек туйăнсан мĕн тăватăн? — Турăран пулăшу ыйтатăп. 6⃣ Хăшĕ ытларах илĕртет: интереслĕ кино е чечек лартасси? — Дача çук манăн, чечек лартмастăп. Илемлĕ фильм пăхма вара кăмăллатăп. 7⃣ Пурнăçланайман ĕмĕт пирки манатăн-и е ăна пурпĕр кĕтетĕн-и? — Темĕнле пулсан та ăна пурнăçа кĕртме тăрăшатăп. 8⃣ Мĕнле чун киленĕçĕ пур санăн? — Апат пĕçерме кăмăллатăп: пĕрремĕш, иккĕмĕш блюдо хатĕрлетĕп тата компот вĕрететĕп. 9⃣ Спектакльте усал çын рольне выляма йывăр-и? — Ун пек роль нумай мар манăн. Çавăн йышши сăнара калăплама чылай интереслĕрех. 1⃣0⃣ Юратнă уяв пур-и? — Çĕнĕ çул. Ун чухне çунатсем çĕнĕрен сарăлаççĕ. Канала ҫырӑнас