✅“Шӑпӑрлан ушкӑн ачисем чӑваш эрешӗпе кӗпе илемлетнӗ! Тӗллевӗ- ачасене чӑваш халӑхӗн тӗ... — 30 апреля 2026 г. в 06:50:40.338
✅“Шӑпӑрлан ушкӑн ачисем чӑваш эрешӗпе кӗпе илемлетнӗ! Тӗллевӗ- ачасене чӑваш халӑхӗн тӗлӗнмелле пуян эрешӗсемпе паллаштарасси, пултарулӑхне аталантарасси тата тӑван тавралӑха, йӑлана юратма вӗрентесси пулнӑ. Ачасене чӑваш эрешӗсен тӗрлӗ тӗсне, вӗсен пӗлтерӗшне, тӗсӗсене ӑнлантарса панӑ. Вӗсем мӗнле чӗрчун, ӳсентӑран е ҫутҫанталӑк пулӑмӗ эрешре пытаннине каласа кӑтартнӑ. Ачасем тимлӗн тата хаваслӑн ӗҫленӗ. Кашни ача хӑйӗн шухӑшне кӗпене хушнӑ, ҫапла май кашни ӗҫ урӑмах хитре тата кӗвӗллӗ пулса тухнӑ. “Ман шутпа, ачасене пирӗн авалхи йӑла- йӗркепе паллаштарасси, вӗсене хамӑр халӑх культурине юратма вӗрентесси- питӗ кирлӗ”,- тесе палӑртать Елена Николаевна. - “Ачасем эрешсене ӳкернӗ чухне хӑйсен ӑс- тӑнне, илем туйӑмне аталантараҫҫӗ, пӗр-пӗрне пулӑшма вӗренеҫҫӗ. Вӗсен хаваслӑ куҫӗсене курсан эсӗ те савӑнатӑн”.

