Ача садӗнче Акатуй: Ӗҫпе савӑнӑҫ уявӗ! — 24 апреля 2026 г. в 08:05:35.500
Ача садӗнче Акатуй: Ӗҫпе савӑнӑҫ уявӗ! Чӑваш халӑхӗн авалхи те хисеплӗ Акатуй уявӗ кӗҫӗн ӑру ӑс - тӑнне кӗртме пирӗн “Хӗвел” ача садӗнче ӑнӑҫлӑ иртрӗ. Кунта ачасем чӑваш йӑли- йӗркипе, тӑван халӑх культурипе паллашрӗҫ, чӑваш ҫӗрӗн ӗҫченлӗхне хаклама вӗренчӗҫ. Уяв умӗн воспитательсем ачасене Акатуй мӗнле уяв пулнине, мӗншӗн ӑна ирттернине ӑнлантарса пачӗҫ, чӑваш юррисемпе ташшисене хӑнӑхтарчӗҫ. Акатуй уявне “Шӑпӑрлан” ушкӑнри ачасем чӑваш наци тумӗсене тӑхӑнса пуҫтарӑнчӗҫ. Илемлӗ тумсемче пурте тӗлӗнмелле капӑр курӑнчӗҫ. Ачасем чӑваш юррине шӑрантарчӗҫ, кӑштӑртатса ташларӗҫ, уяв кӗрекине тухрӗҫ. Ҫакнашкал вӑйӑсем ачасен чӑвашла калаҫас туртӑмне, тӑван халӑх культурине юратассине вӑйлатаҫҫӗ. Уяв кӗрекинче тӗрлӗрен кӑсӑклӑ вӑйӑсем пулчӗҫ: “Суккӑр упалла”, “Ҫерем ватса вир акрӑм”, “Канат туртасси” тата ытти те. Ачасем хаваспах ӑмӑртрӗҫ, туслӑха тата ҫӗнтерме пултарнине кӑтартрӗҫ. “Хӗвел” ача садӗн ертӳҫи Кудряшова С.О. каланӑ тӑрӑх: “Акатуй- ачасене тӑван ҫӗршыва, чӑваш йӑли- йӗркисене юратма, ӗҫченлӗхе хисеплеме вӗрентекен питӗ кирлӗ уяв. Эпир ачаранпах культурӑмӑрӑн чи лайӑх йӑлисене ачасене вӗрентсе пыма тӑрӑшатпӑр”. Акатуй уявӗнче ачасем ӗмӗрлӗхех асра юлма пултаракан кӑсӑклӑ самантсем пулса иртрӗҫ. Кашни ачан куҫӗнче савӑнӑҫ ялтӑртатрӗ, чӗресенче тӑван халӑхпа мӑнаҫланас туйӑм ҫуралчӗ.

