Çĕнĕрен çуракан кăчкăпа — 12 апреля 2026 г. в 07:02:30.092
Çĕнĕрен çуракан кăчкăпа Çĕкленен, çутăлан çут куна. Чĕрери туйăмпа, шанчăкпа Кĕтсе илер пурте Мăн куна! Çăмарта саррилле çут хĕвел Çупăрлать, йăл кулса ăшăтать. Пуçтарать уява шур тĕпел, Мăн кунпа çемьене чăмăртать. Мăнуксем хушшинче илтĕнет: - Эпĕ паттăр пуласшăн паян!- Хĕретнĕ çăмарта çĕмĕрлет. - Пирĕн те юлас марччĕ санран!

