✍🏻Космонавтика кунӗпе саламлатпӑр! 1961 ҫулхи ака уйӑхӗн 12-мӗшӗ этемлӗх историне ӗмӗр... — 12 апреля 2026 г. в 05:29:50.173
✍🏻Космонавтика кунӗпе саламлатпӑр! 1961 ҫулхи ака уйӑхӗн 12-мӗшӗ этемлӗх историне ӗмӗрлӗхе кӗрсе юлчӗ. 65 ҫул каялла пирӗн ҫӗршывӑн ҫынни – пӗрремӗш космонавт Юрий Гагарин – тӗнче уҫлӑхне парӑнтарчӗ, ҫӑлтӑрсем патне ҫул хыврӗ. Чăвашсемшӗн те Космонавтика кунӗ мăнаçланмалли тепӗр сăлтав. Мӗншӗн тесен космоса парăнтарнă пӗрремӗш космонавтсен йышӗнче пирӗн Андриян Николаев та пулнă. Çавăнпа апрелӗн 12-мӗшӗнче Раççейри пӗр чăваш шкулӗ те Андриян Николаев çинчен асăнмасăр хăвармасть.

