Чăваш чӗлхипе литература эрнинче ҫулсеренех пирӗн шкулта тӗл пулусем ирттересси йăлана ... — 24 апреля 2026 г. в 15:55:21.048
Чăваш чӗлхипе литература эрнинче ҫулсеренех пирӗн шкулта тӗл пулусем ирттересси йăлана кӗнӗ ӗнтӗ. Кăҫал та хăйне евӗрлӗ тӗл пулу иртрӗ. Паянхи «хăна» – Андреев Владимир Юрьевич, пирӗн шкул директорӗ, ҫав вăхăтрах ҫитӗннисемпе ачасем валли сăвăсем ҫыракан, чăвашла мультфильмсем куҫаракан, тăван чӗлхене вӗренме хавхалантаракан тӗрлӗ электрон пособисем хатӗрлекен пултаруллă вӗрентекен. Вăлах «Ура утать – ҫул юлать» (2022ҫ.) тата «Ачалӑх сӑввисем» (2024ҫ.) ятлă кĕнекесен авторӗ те. Владимир Юрьевич ачасене хăйӗнпе паллаштарчӗ, хайлавӗсене вуласа пачӗ, сăвăсем ҫырас тата вырăсларан чăвашла куҫарас ӗҫ илӗртӳллӗ те кăсăклă пулни ҫинчен чарăнса тăчӗ. Авторшăн сăвă ҫырасси – чун туртăмӗ. Вӗренекенсем те парăмра юлмарӗҫ – унăн сăввисене вуласа пурне те савăнтарчӗҫ.

