🔆 Ҫуллахи кунсен илемӗ лагерьти ачасемшӗн кунсерен тӗрлӗ мероприятипе пуян. Ирхи апат ...
🔆 Ҫуллахи кунсен илемӗ лагерьти ачасемшӗн кунсерен тӗрлӗ мероприятипе пуян. Ирхи апат лайӑх антӑр тесен мӗн тумалла? 🤔 Кӑна пирӗн ачасем аван пӗлеҫҫӗ: зарядка тумалла, шкул тавра икӗ-виҫӗ хут чупса ҫаврӑнмалла. Ҫитӗнекен организмшӑн усӑллӑ пӑтӑ ҫинӗ хыҫҫӑн бассейна кайни лагерь ачисемшӗн чӑн савӑнӑҫ! 🏊♀️ Акӑ паян та ачасем "Импульс" спорт комплексне бассейна кайса сывлӑхӗсене ҫирӗплетрӗҫ. Эх, шӑмпӑлтатрӗҫ те шывра шӑпӑрлансем! 💦 Тулли кӑмӑллӑ ачасем сывпуллашнӑ май хаваспах тепре килме хатӗрри ҫинчен пӗлтерчӗҫ.👍