"Килес ҫулччен сывӑ пул, юратнӑ лагерь", - ҫапла каласа ӑшшӑн сыв пуллашрӗҫ лагере ҫӳре... — 25 июня 2026 г. в 14:44:05.825
"Килес ҫулччен сывӑ пул, юратнӑ лагерь", - ҫапла каласа ӑшшӑн сыв пуллашрӗҫ лагере ҫӳрекен ачасем. 21 пӗр кун ҫав тери хӑвӑрт иртнин вӑрттӑнлӑхӗ пуриншӗн те паллӑ: конкурссем, спорт вӑййисем, тӗрлӗ тематика кунӗсем... — каласа пӗтерме те ҫук. Кашни кун мӗнпе те пулин асра юлчӗ, ҫавӑнпа тунсӑхласа ларма пӗр вӑхӑт та пулман. Лагерьте тӑрӑшакан воспитательсем ӗҫ-пуҫа пӗтӗмлетрӗҫ, ачасене пылак парнесемпе чысларӗҫ. Каникул кунӗсенче хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑхӑнмалли пирки, шыва кӗме кайсан асӑрхануллӑ пулмалли пирки, ҫул-йӗр правилине ас тумалли ҫинчен аса илтерчӗҫ. Лагерь кунӗсем ачасемшӗн кӑна мар, аслисемшӗн те питӗ хавас пулнине палӑртма кӑмӑллӑ.

