Чӑваш чӗлхипе литература эрни💓 — 24 апреля 2026 г. в 15:52:31.526
Чӑваш чӗлхипе литература эрни💓 Пиллӗкмӗш класра вӗренекенсем - тӑрӑшуллӑ ачасем. Пӗр-пӗринпе туслӑ пурӑнма пӗлеҫҫӗ.Чӑваш чӗлхипе литература урокӗсене килти ӗҫ тумасӑр килмеҫҫӗ. Мӗн каланине веҫех итлеҫҫӗ, ӗҫе тӗплӗ тума тӑрӑшаҫҫӗ. Пӗрисен пулмасан теприсем пулӑшаҫҫӗ. Класра вырӑсла калаҫакан ачасем те пур. Урокра чӑвашла калаҫма тӑрӑшаҫҫӗ. Шкул ачисем тӑрӑшни савӑнтарать. Сывлӑх сунмасӑр пӗртте иртсе каймаҫҫӗ. Кӑмӑллӑ ачасем. Чӑваш чӗлхипе литература эрнине халалласа 5 класра уяв ирттертӗмӗр. Иван Яковлевич Яковлев (чӑвашсене ҫутта кӑлараканӗ )ҫинчен презентаци пӑхрӑмӑр, унӑн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӑмӑр. Унтан "Чӑваш чӗлхи- ӑс- тӑн чечекӗ" вӑйӑ вылярӑмӑр. Вӑййа Елизавета Купцова ертсе пычӗ. Сӑмах май, Лиза иртнӗ вӗренӳ ҫулӗнче чӑваш чӗлхипе республика шайӗнчи олимпиадӑра ҫӗнтерӳҫӗ пулчӗ. (Вӗрентекенӗ Купцова О. М.). Урок тухӑҫлӑ та хаваслӑ иртрӗ. Ачасем урокпа кӑмӑллӑ пулчӗҫ.

