☀️☀️☀️ — 23 апреля 2026 г. в 11:43:39.360
☀️☀️☀️ Чӑваш чӗлхипе литература эрни Вӑйӑ выляма юратман ача пур- ши? Ҫук та пулӗ. Вӑйӑ вӑл-савӑнӑҫ, туслӑх, юлташсемпе хутшӑнни, вӑй- хал, сывлӑха ҫирӗплетни, йӗркелӗхе вӗренни. Хальхи вӑхӑтра хӑш-пӗр ачасем телефонпа вӑйӑсем вылянине те курма пулать. 6- мӗш класра вӗренекен ачасем вара кун йышши вӑйӑсене выляма кӑмӑлламаҫҫӗ .Вӗсене ытларах ушкӑнпа вылямаллисем, пӗр-пӗринпе хутшӑнса, пӗр- пӗрне курса вылямаллисем килӗшеҫҫӗ. Чӑваш чӗлхипе литература эрнине халалласа ачасем ӗлӗкхи ача -пӑча вӑййисене аса илчӗҫ."Ят пӗлмелле" вӑййа выляса пӑхрӗҫ. Улттӑмӑшсем патне урока хӑнана Турханти культура ҫурчӗн ертӳҫи Ершова Александра Аверкиевна та килчӗ. Вӑл ача чухне вылянӑ тӗрлӗ вӑйӑ ҫинчен каласа пачӗ. Уҫӑ сывлӑшра вылямалли вӑйӑсен усӑллӑхне палӑртрӗ. Асаннесемпе асаттесен йӑли-йӗркине упрамалли ҫинчен, ун пуянлӑхне аталантармалли пирки те каларӗ. Ачасем тимлӗ итлесе ларчӗҫ. Малалла шкул ачисем "Кӑлтӑрмач" вӑйӑ вылярӗҫ. Кӑсӑклӑ ыйтусем ҫине хуравларӗҫ. Уяв пурне те килӗшрӗ.

