☀️☀️☀️ — 23 апреля 2026 г. в 11:43:01.725
☀️☀️☀️ Чӑваш чӗлхипе литература эрни Кашни ҫыннӑнах хӑйӗн юратнӑ кӗнеки пур. 11 класра вӗренекенсен чи юратнӑ кӗнеки вӑл- "Нарспи" поэма. "Нарспи" поэмӑна вун-вун хут вуласан та пур- пӗр тепӗр хут вулас килет теҫҫӗ. Чӑваш чӗлхипе литература эрнине халалласа ҫамрӑксем тепӗр хут килӗшекен кӗнекене алла тытрӗҫ. Чи малтанах Константин Иванов пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен хатӗрленӗ презентаципе паллашрӗҫ. Интерактивлӑ вӑййа хутшӑнчӗҫ, унтан поэма сыпӑкӗсене вуларӗҫ. Хайлаври сӑнарсене куҫ умне кӑларчӗҫ. Пулас студентсен "Нарспи" спектакле кайса курма кӑмӑлӗ те пур.

