Муркаш округĕнчи пенсионерсен Спартакиадин финалти ăмăртăвĕсем Мăн Сĕнтĕр шкулĕнче иртр... — 7 сентября 2026 г. в 10:27:51.416
Муркаш округĕнчи пенсионерсен Спартакиадин финалти ăмăртăвĕсем Мăн Сĕнтĕр шкулĕнче иртрĕç. Кунта 8 территори пайĕн команди хутшăнчĕ. Ветерансене округ Пуçлăхĕ Александр Иванов, депутатсен округри Пухăвĕн ертÿçи Александр Давыдов саламларĕç, сывлăх, ăнăçу сунчĕç. Пенсионерсем спортăн тĕрлĕ енĕпе ăмăртрĕç, юрă-ташăра маттуррине кăтартрĕç. Çивĕч кĕрешÿре 1-мĕш вырăна Мăн Сĕнтĕр территори пайĕн команди çĕнсе илчĕ. 2-мĕшĕнче – Уйкас Янасал территори пайĕн команди, 3 вырăнта – Шетмĕпуç территори пайĕн команди. Тĕплĕнрех - «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçатра.

