🔸 Малтан ҫумӑр ҫӑвӗ, кайран ӑшӑтӗ — 7 сентября 2026 г. в 08:55:48.913
🔸 Малтан ҫумӑр ҫӑвӗ, кайран ӑшӑтӗ Ҫавӑн пек ҫанталӑк пулӗ ку эрнере. Паян хушӑран ҫумӑр ҫӑвӗ, ытларикун та ҫумӑрлӑ пулӗ, термометр 15 градус ӑшӑ кӑтартӗ, ҫил ҫурҫӗр-анӑҫ енчен вӑйлӑ вӗрнӗрен сивӗрех пек туйӑнӗ. Юнкун ҫумӑр ытлах ҫумӗ. Кӗҫнерникун пӗлӗтлӗ ҫанталӑк пулӗ. Эрне вӗҫнелле уяртӗ, ӑшӑтӗ. Чи ӑшӑ кун эрнекун пулӗ. Канмалли кунсенче те 20 градус ӑшӑ тарӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пек ҫанталӑк иккӗмӗш декада вӗҫӗччен пулӗ. «Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх.

