⚡ Тӑван чӗлхе вӗрентекенӗсене Шупашкара Пӗтӗм Раҫҫей форумне йыхравлаҫҫӗ
⚡ Тӑван чӗлхе вӗрентекенӗсене Шупашкара Пӗтӗм Раҫҫей форумне йыхравлаҫҫӗ "Пӗрлӗхре – вӑй" ятпа иртӗ вӑл. Ӑна Чӑваш Республикин Вӗрентӳ министерстви РФ халӑхӗсен тӑван чӗлхисен федераци институчӗ тата "Пӗлӳ" общество пулӑшнипе йӗркелет. Форум чӳк уйӑхӗн 19-20-мӗшӗсенче пулӗ. Унта хутшӑнма тӑван чӗлхепе литература вӗрентекенӗсене, вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан тата аслӑ шкулсен преподавателӗсене, ӑслӑлӑх ӗҫченӗсене, вӗрентӳ управленийӗн органӗсенче ӗҫлекенсене тата коммерциллӗ мар общество ҫыннисене, чикӗ леш енчи специалистсене йыхравлаҫҫӗ. Форума хутшӑнакансем пӗр-пӗрин опычӗпе паллашӗҫ, Раҫҫей халӑхӗсен чӗлхисене упраса хӑварассипе стратеги йышӑнӑвӗсем хатӗрлӗҫ, статьясен пуххине кӑларӗҫ. Заявкӑсене юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗччен Яндекс-формӑпа йышӑнаҫҫӗ: https://forms.yandex.ru/u/6aa8f13b6d2d735cf6bbcb96 Ыйтса пӗлмелли пулсан ҫакӑнта ҫырмалла: chrio18@rchuv.ru Канала ҫырӑнас ВК ОК Дзен