Сентябрĕн 27-мĕшĕ – Воспитатель кунĕ
Сентябрĕн 27-мĕшĕ – Воспитатель кунĕ Пултаруллă воспитатель çĕршыв шайне тухрĕ Сăн ÿкерчĕкре нумаях пулмасть пĕтĕм Раççейри «Лучшие практики развития родной речи детей дошкольного возраста» професси конкурсĕн Липецк хулинче иртнĕ пĕтĕмлетÿ тапхăрне хутшăннă Алина Вадимова воспитателе куратăр. Çак ĕçе хутшăнма ăна конкурсăн республика тапхăрĕнче пысăк ăсталăх кăтартни çул уçрĕ. Республикăра палăрнисене Раççей шайне тухма суйларĕç. Алина Вадимова хăй кăмăлланă профессире педагогика колледжĕнчен вĕренсе тухнăранпа 21 çул тăрăшать. Малтан Шупашкарта ĕçленĕ, хыççăн – Муркашра. «Мана çак професси питĕ килĕшет. Тепĕр хут суйлас пулсан та çак ĕçех суйланă пулăттăм. Эпĕ ĕçе кайса ачасемпе ĕçлесе канатăп. Килте вара – урăхла лару-тăру», – терĕ вăл. Тăрăшулăхне кура нумаях пулмасть Алина Александровнăна Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн Н. Угасловăн Тав çырăвне парса чысларĕç.