🔸 «Карчӑк ӑшши» вӗҫленӗ, ылтӑн кӗркунне килӗ
🔸 «Карчӑк ӑшши» вӗҫленӗ, ылтӑн кӗркунне килӗ Ҫитес эрнере те уяр пулӗ, анчах хальхи пекех ӑшӑ мар. Канмалли кунсенче термометр 18-23 градус кӑтартӗ, ҫӗрле – 10-15. Шӑматкун уяр тӑрӗ. Вырсарникун хӑш-пӗр вырӑнта хушӑран ҫумӑр ҫума пултарать. Ҫитес эрнере 14-19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫӗрлесерен – 5-10. Тунтикун республикӑн ҫурҫӗр-анӑҫ енче ҫумӑр ҫукалӗ. Ытларикунран республикӑра каллех уяр ҫанталӑк хуҫаланма тытӑнӗ. Акӑ вӑл – ылтӑн кӗркунне! «Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх.