Муркаш округĕнче суйлавсем ирттеме 31 участок комиссийĕ йĕркеленĕ. Вĕсенче 238 çын вăй ...
Муркаш округĕнче суйлавсем ирттеме 31 участок комиссийĕ йĕркеленĕ. Вĕсенче 238 çын вăй хурать. Участок комиссийĕсен председателĕсемпе вĕсен членĕсем çине çак кунсенче пысăк ответлăх тиеннĕ. Муркаш территори суйлав комиссийĕн председателĕ Лилия Тарасова каланă тăрăх, комиссисенче хăйсен ĕçне пĕлекен, ответлăха туякан çынсем вăй хураççĕ. Акă, 1201 номерлĕ участок комиссийĕн ертÿçи Тамара Мешкова тата комисси членĕ Владислав Иванов суйлав ирттерме вăтăр çула яхăн хутшăнаççĕ. Нумай опыт пухнă ĕçтешĕсенчен ыттисем вĕренсе пыраççĕ. Пур участокри комисси председателĕсемпе членĕсене суйлавсене ăнăçлă ирттерме сунатпăр. #ЕДГ2026_Чувашия #УИК1201