Перейти к содержимому
Максиметер

«Василек» ача сачĕ уçăлнăранпа – 40 çул

«Василек» ача сачĕ уçăлнăранпа – 40 çул Йÿçкассинчи «Василек» ача сачĕн историйĕ 40 çул каялла пуçланнă. 140 вырăнлă ача садне 1986 çулхи сентябрĕн 13-мĕшĕнче хута янă. Малтанхи вăхăтра шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕ вырăнти «Ударник» совхоз балансĕ çинче пулнă. Ача садне хуçалăх пурлăх бази енчен те çирĕплетсе пынă. Ача сачĕ уçăлнăшăн вырăнти çынсем питех те савăннă. 2006 çулхи мартăн 13-мĕшĕнченпе учреждение Наталия Вячеславовна Герасимова ертсе пырать. 2007 çул пуçламăшĕнче вара вăл хăй тĕллĕн ĕçлекен учреждени пулса тăнă. Каярах ун çумне «Азалия» ача сачĕ пĕрлешнĕ. Çак вăхăт тĕлне ача садĕнче ачасен икĕ ушкăнĕ ĕçлет, 41 воспитанник кашни ир «Василека» васкать. Ачасемпе тăрăшуллă воспитательсем ĕçлеççĕ, шăпăрлансене тĕрлĕ енлĕ аталантарма тăрăшаççĕ. Çитĕнĕвĕ те çук мар. Наталия Вячеславовна учрежденин юлашки виçĕ çулхи ÿсĕмĕпе паллаштарчĕ. Ача садне çÿрекен шăпăрлансем тĕрлĕ мероприятие активлă хутшăнаççĕ. Ача-пăчан «Улыбка» вокал ансамблĕ 2024 çулта «Краски Чувашии – 2024» пĕтĕм Раççей шайĕнчи фестивальне хутшăннă. Регионсем хушшинчи «Ача-пăча Акатуйĕ – 2024» фестиваль-конкурсра пысăк ăсталăх кăтартнă. Çавăн пекех округ шайĕнчи «Я помню! Я горжусь» фестиваль-конкурсра та вĕсем пултаруллă пулнă. Çак ĕçсемшĕн вокал ансамбльне дипломсемпе чысланă. «Василек» ача садĕнчи «Улыбка» вокал ансамблĕ 2025 çулта та активлă пулнă. Ăна пĕтĕм Раççейри «Волшебная нота» вокал конкурсĕн «Вокал» номинацийĕн 1 степень лауреачĕн дипломĕпе чысланă, çак шайри «Родина» конкурсăн «Песня о войне» номинацире – 2 вырăн дипломĕпе. Ытти конкурсра та ăсталăх кăтартнă. «Василек» хореографи коллективне кăçал Раççейри Халăх пĕрлĕхĕн çулталăкне тата Чăваш Республикинчи Халăх туслăхĕн çулталăкне халалланă «Чăваш ташши илемĕ – 2026» чăваш ташшин онлайн фестивалĕнче лауреат дипломĕпе чысланă. Çакăн пек ĕçлесе пырать «Василек» ача сачĕ.

103 просмотров

Канал в каталоге Максиметера

206 подписчиков · Госорганы и учреждения

Другие публикации канала

Популярные публикации канала

Ещё по теме «Госорганы и учреждения»

Читать дальше

Два раза в неделю свежие посты этого канала — на почту и в личную ленту. Без повторного поиска канала вручную.