📅Вӑрмарти вӑтам шкулта чӑваш чӗлхи эрни питӗ тухӑҫлӑ иртрӗ. Вӗренекенсем кашни кунах т... — 24 апреля 2026 г. в 19:49:17.893
📅Вӑрмарти вӑтам шкулта чӑваш чӗлхи эрни питӗ тухӑҫлӑ иртрӗ. Вӗренекенсем кашни кунах тӗрлӗ конкурссенче хутшӑнса хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрӗҫ, ҫӗннине те нумай пӗлчӗҫ. ✨️Чӑваш чӗлхин кулленхи пурнӑҫри вырӑнне туйса тӑма хӑнӑхтарас, тавракурӑма аталантарас тӗллевпе "Аслӑ патриархӑн кун-ҫулӗн йӗрӗпе" викторина иртрӗ. Кунта ачасем И.Я.Яковлевӑн пурнӑҫӗпе кӑсӑкланса паллашрӗҫ, ун хыҫҫӑн ыйтусем ҫине хуравларӗҫ. И.Я.Яковлев хӑйӗн халалӗнче ҫырса хӑварнӑ йӗркесене вуланӑ хыҫҫӑн ачасем тарӑн шухӑша путрӗҫ: "Туссем, тӑванӑмсем, ытарайми чӑваш ҫыннисем! Мӗн ӗмӗрӗм тӑршшӗпех чунӑмпа, чӗремпе ҫунса пурӑнтӑм сирӗншӗн. Ан манӑр, астуса тӑрӑр ҫакна! Эсир хӑвӑр халӑхӑрӑн чӗлхинчен ютшӑнмасан, халӑх кӑмӑлӗ пӗтӗмпех сирӗн аллӑрта пулӗ". #МАОУУрмарскаяСОШимГЕЕгорова

