Перейти к содержимому
Максиметер

ТӐРӐМРА КӖЛӖ ИРТРӖ

ТӐРӐМРА КӖЛӖ ИРТРӖ Питрав кунĕ — июлĕн 12-мĕшĕнче — Çветтуй Михаил Архангел ячĕллĕ Тăрăм чиркĕвне Шупашкар тата Чăваш Митрополичĕ Савватий тата Канаш тата Беловолжски епископĕ Стефан килчӗҫ. Уяв ячӗпе вӗсем округри мĕнпур чиркỹсен пачăшкисемпе пӗрле служба ирттерчӗҫ. Кӗлӗ хыҫҫӑн Савватий атте ӗненекенсен умӗнче проповедь каларӗ. Унӑн кашни ырӑ сӑмахӗ, Турра ҫывӑх тата пысӑк чунлӑ пулма вӗрентсе калани чӗрене вырнаҫрӗ. Митрополит ӗненекенсен умӗнче чӑн чӑвашла калаҫрӗ. Кунта пуҫтарӑннисене те вӑл тӑван чӑваш чӗлхине хисеплеме, упрама, чӑвашсен хушшинче кирек хӑш вӑхӑтра тӑван чӑваш чӗлхипе калаҫма, ачасене те ҫак чӗлхене пӗчӗкрен вӗрентсе ӑна хаклама хӑнӑхтарма чӗнсе каларӗ. Вулакана пӗлме: Савватий атте (Сергей Геннадьевич Антонов) Чӑваш митрополине 2020 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнченпе ертсе пырать. Вӑл Савватий ята 1989 ҫулхи августӑн 20-мӗшӗнче илнӗ. 1993 ҫулта Иккӗмӗш Алексий пилӗпе Савватий атте Шупашкарти Ҫветтуй Троица мӑнастирне ертсе пынӑ. 2015 ҫулта Бурят митрополийӗнче ӗҫленӗ. Варнава митрополит кӑшӑлвируса пула тепӗр тӗнчене куҫсан Шупашкара таврӑннӑ.

841 просмотров

Канал в каталоге Максиметера

905 подписчиков · Госорганы и учреждения

Другие публикации канала

Популярные публикации канала

Читать дальше

Два раза в неделю свежие посты этого канала — на почту и в личную ленту. Без повторного поиска канала вручную.