Перейти к содержимому
Максиметер

◽ Июлĕн 6-мĕшĕнче Елчĕк муниципалитет округĕн территорийĕнче суйлав кампанийĕ мĕнле пын...

◽ Июлĕн 6-мĕшĕнче Елчĕк муниципалитет округĕн территорийĕнче суйлав кампанийĕ мĕнле пынине сăнаса тăрас тĕллевпе округра обществăлла сăнавăн территори штабне йĕркеленĕ. Елена ПЕТРОВА, Елчĕк муниципалитет округĕн Общество палатин членĕ: - Суйлав тапхăрĕ граждан обществин интересне, унăн шанăçне мала хурать. Халăхăн влаçа шанаслăхĕ кирек хăш шайри суйлава та тĕрĕс те уççăн ирттернинчен килет. Кунта суйлавçă прависене çирĕп пăхăнни тĕп вырăн йышăнать. Обществăлла сăнав штабне йĕркелени суйлава саккунпа килĕшỹллĕн ирттерме май панинче иккĕленмелли çук. Çакна иртнĕ сасăлав кампанийĕсем те уççăн çирĕплетрĕç. Штаб членĕсем хутшăннипе кăçалхи сентябрĕн 18-20-мĕшĕсенче иртекен РФ Патшалăх Думин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕ те уççăн та тивĕçлĕ иртессе шанса тăрăпăр. #Яльчикскийокруг

557 просмотров

Канал в каталоге Максиметера

895 подписчиков · Новости

Другие публикации канала

Популярные публикации канала

Ещё по теме «Новости»

Читать дальше

Два раза в неделю свежие посты этого канала — на почту и в личную ленту. Без повторного поиска канала вручную.