1
1 Сăмакун, сăмакун Ман паян çуралнă кун Лаçра юхать аншарли Пĕтĕмпех уяв валли Килĕр пурте хăнана Пĕçертĕм эп чашлама Шашлык пиçет мангалта Сăра кĕтет мунчара Хушса юрламалли: Паспорт тăpăх ватă Чунра çавах çамрăк Чустаран туман Пурнатăп аван 2 Тав сана, сав мана Мĕн сунас паян хама Сывлăх пултăр пурăнма Ватăлмалла мар чунпа Килĕр пурте ташлама Манпа пĕрле савăнма Дискотека çĕрĕпе Паян эп килнĕ çĕр çине Хушса юрламалли: Паспорт тăpăх ватă Чунра çавах çамрăк Чустаран туман Пурнатăп аван