🎼КАЙРИ - МАЛА хит-парад – 27.09.2026ç.
🎼КАЙРИ - МАЛА хит-парад – 27.09.2026ç. Хӗвел кăштах хӗртсе пăхрӗ те — кăмăл та ҫӗкленчӗ. Камсем вара ылтăн кӗрхи ăшăпа хит-парадра ҫӗкленме пултарчӗҫ? Йӑлтах ҫывӑх вăхăтра тишкерсе, итлесе тухăпăр. Вăл шутра ҫӗнӗ юрă пулать. Ку эрнери сасăлав пӗтӗмлетӗвĕпе, яланхи пекех, чи аялти йӗркерен паллашма тытăнар. 10-мĕш вырăн – Николай Кузьмин, «Эп сана» 9-мĕш вырăн – Олеся Яковлева, Михаил Федоров, «Чунҫунтармăш» 8-мĕш вырăн – Анастасия Виноградова, «Ан яр» 7-мĕш вырăн – Стас Владимиров, «Ырă сунса» 6-мĕш вырăн – Петĕр Пĕтмен, «Шурă çĕмĕрт» 5-мĕш вырăн – Карина Алексеева, Леонид Захаров, «Ҫумăр ҫăвать» 4-мĕш вырăн – Наталия Степанова, «Чунра ҫунать юрату» 3-мĕш вырăн – «Хусан чăвашĕсем» ушкăн, «Йӗркеллӗ туслăх» 2-мĕш вырăн – Диана, «Малалла» 1-мĕш вырăн – Светлана Печникова, «Тăхта, ҫамрăклăх» Çак юрăçсем çитессинче «Кайри-мала» хит-парадра мĕнле йĕрке йышăнасси, туссем, сиртен килет. Юратнă юрăшăн хастартарах сасăлăр! Сасăлав «Одноклассники» https://ok.ru/chuvradio тата «ВКонтакте» https://vk.com/chuvradio социаллă сетьсенчи Чăваш радио ушкăнĕнче юпа уйăхĕн 2-мĕшĕччен, 9.30-чен пырать. Пĕтĕмлетÿсене икĕ тытăмри сасăсене пĕрлештерсе тăвăпăр. Сасăлăр! Унсăр пуçне, «Чӑваш радио - Радио Чувашии» ушкăн MAXра та пур, хутшăнăр! https://max.ru/channel_chradio Хисеплĕ юрăçсем! Хăвăр çĕнĕ юрăсене хит-парада хутшăнтарас тетĕр пулсан çак электронлă почта çине ярса парăр: timahvi@yandex.ru Юрă ятне, кам юрланине, кĕввине тата сăмахĕсене кам çырнине туллин кăтартма ан манăр. Хаваспах сирĕн хайлавсене радиоитлекенсемпе пĕрле хаклăпăр!