КАЙРИ - МАЛА хит-парад – 06.09.2026ç.
КАЙРИ - МАЛА хит-парад – 06.09.2026ç. Уй-хирте, пахча-анкартинче хĕрсех тухӑҫ пуçтарнă вăхăтра эпир итлекенсен сассисене пухатпăр. Вĕсем пире кашнинчех кăларăма йĕркелеме кирлĕ. Мĕн чухлĕ нумайрах сасăлатăр вăл е ку юрăçшăн – çавăн чухлĕ вăл çÿлерех улăхать хит-парад картлашкисемпе. Енчен те эсир артиста хавхалантармасан – вăл тухса ÿкме те пултарать. 10-мĕш вырăн – Наталия Степанова, «Чунра ҫунать юрату» 9-мĕш вырăн – Наталья Петрова, «Ирхи шуҫăм» 8-мĕш вырăн – Анастасия Виноградова, «Ан яр» 7-мĕш вырăн – Олеся Яковлева, Михаил Федоров, «Чунҫунтармăш» 6-мĕш вырăн – Светлана Печникова, «Тăхта, ҫамрăклăх» 5-мĕш вырăн – Стас Владимиров, «Ырă сунса» 4-мĕш вырăн – Петĕр Пĕтмен, «Шурă çĕмĕрт» 3-мĕш вырăн – Карина Алексеева, Леонид Захаров, «Ҫумăр ҫăвать» 2-мĕш вырăн – Диана, «Малалла» 1-мĕш вырăн – «Хусан чăвашĕсем» ушкăн, «Йӗркеллӗ туслăх» Çак юрăçсем çитессинче «Кайри-мала» хит-парадра мĕнле йĕрке йышăнасси, туссем, сиртен килет. Юратнă юрăшăн хастартарах сасăлăр! Сасăлав «Одноклассники» https://ok.ru/chuvradio тата «ВКонтакте» https://vk.com/chuvradio социаллă сетьсенчи Чăваш радио ушкăнĕнче авăн уйăхĕн 11-мĕшĕччен, 9.30-чен пырать. Пĕтĕмлетÿсене икĕ тытăмри сасăсене пĕрлештерсе тăвăпăр. Сасăлăр! Унсăр пуçне, «Чӑваш радио - Радио Чувашии» ушкăн MAXра та пур, хутшăнăр! https://max.ru/channel_chradio Хисеплĕ юрăçсем! Хăвăр çĕнĕ юрăсене хит-парада хутшăнтарас тетĕр пулсан çак электронлă почта çине ярса парăр: timahvi@yandex.ru Юрă ятне, кам юрланине, кĕввине тата сăмахĕсене кам çырнине туллин кăтартма ан манăр. Хаваспах сирĕн хайлавсене радиоитлекенсемпе пĕрле хаклăпăр!