КАЙРИ - МАЛА хит-парад – 23.08.2026ç.
КАЙРИ - МАЛА хит-парад – 23.08.2026ç. Пирӗн паян хит-парадри юрăсен тытăмӗ улшăнать, мӗншӗн тесен пӗр хайлав сасăлавран тухса ÿкет. Анчах та вăл чи сахал сасă пухни мар, пӗрремӗш вырăнта тăраканни. Ҫапла, пирӗн кăларăмра ҫапла та пулать. Кун пирки кӑшт каярах ăнлантарăпăр. Халӗ вара хит-парадри лару-тăрăва тишкерме тытăнар. 10-мĕш вырăн – Сергей Петров, «Йÿҫӗ, йÿҫӗ» 9-мĕш вырăн – Стас Владимиров, «Ырă сунса» 8-мĕш вырăн – Анастасия Виноградова, «Ан яр» 7-мĕш вырăн – Диана, «Малалла» 6-мĕш вырăн – Петĕр Пĕтмен, «Шурă çĕмĕрт» 5-мĕш вырăн – Карина Алексеева, Леонид Захаров, «Ҫумăр ҫăвать» 4-мĕш вырăн – Светлана Печникова, «Тăхта, ҫамрăклăх» 3-мĕш вырăн – Наталья Петрова, «Ирхи шуҫăм» 2-мĕш вырăн – «Хусан чăвашĕсем» ушкăн, «Йӗркеллӗ туслăх» 1-мĕш вырăн – Татьяна Кунер, «Санпала кăна телейлӗ» Çак юрăçсем çитессинче «Кайри-мала» хит-парадра мĕнле йĕрке йышăнасси, туссем, сиртен килет. Юратнă юрăшăн хастартарах сасăлăр! Сасăлав «Одноклассники» https://ok.ru/chuvradio тата «ВКонтакте» https://vk.com/chuvradio социаллă сетьсенчи Чăваш радио ушкăнĕнче çурла уйăхĕн 28-мĕшĕччен, 9.30-чен пырать. Пĕтĕмлетÿсене икĕ тытăмри сасăсене пĕрлештерсе тăвăпăр. Сасăлăр! Унсăр пуçне, «Чӑваш радио - Радио Чувашии» ушкăн MAXра та пур, хутшăнăр! https://max.ru/channel_chradio Хисеплĕ юрăçсем! Хăвăр çĕнĕ юрăсене хит-парада хутшăнтарас тетĕр пулсан çак электронлă почта çине ярса парăр: timahvi@yandex.ru Юрă ятне, кам юрланине, кĕввине тата сăмахĕсене кам çырнине туллин кăтартма ан манăр. Хаваспах сирĕн хайлавсене радиоитлекенсемпе пĕрле хаклăпăр!