СЫВЛĂХ ПУЛТӐР. АНОНС!!!
СЫВЛĂХ ПУЛТӐР. АНОНС!!! Паян тӳрӗ эфирта куҫ сывлӑхӗ тата ӑна упрама «Сывлӑх шкулӗсем» мӗнле пулӑшни ҫинчен калаҫӑпăр. Пирӗн студи хӑни Республикӑри офтальмологи клиника больницин тӗп врачӗ Ирина Васильева пулӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫынсене мӗнле куҫ чирӗсем аптӑратни, вӗсене сиплеме мӗнле меслетсем усӑ курни ҫинчен каласа парӗ. «Сывлӑх пултӑр» кăларăм паян, утӑ уйăхӗн 16-мӗшӗнче, 13 сехет те 20 минутра пуçланать. Маргарита Кабетова ертсе пырать. Студире (8352) 56-19-73 номерлĕ телефон ĕçлет, унпа шăнкăравласа эсир те калаҫӑва хутшӑнма, тухтӑра ыйту пама пултаратӑр. Чăваш радио FM 88.1 (Шупашкар), FM 99.9 (Çĕрпÿ), FM 101.0 (Етĕрне), FM 105.2 (Патăръел), FM 105.4 (Йĕпреç), пралуклă хыпарлавăн 1 кнопки çинче калаçать. Унсăр пуçне Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕн сайтĕнче https://chgtrk.ru/pryamoy-efir/ он-лайн итлеме, курма, çавăн пекех телевизорпа «Раççей Радио» каналĕ çинче итлеме пулать.