ВӐХӐТ ҪИТРӖ. АНОНС.
ВӐХӐТ ҪИТРӖ. АНОНС. Чӑваш республикин халӑх ӳнер промыслисен маҫтӑрӗ Оксана Федорова чăваш тĕррипе 4 çул каялла интересленме пуçланă, тĕрĕ шкулĕнче ятарлă пĕлӳ те илнĕ. Пĕрремĕш ал ĕçне те лайăх астăвать Тăвай хĕрĕ. Вăл — сĕтел çитти. Ҫакӑнтан асамлӑ чӑваш тӗрри тӗнчине кӗнӗ. Паян вӑл чӑваш тӗррипе тӗрлӗ япала капӑрлатать, вӗтӗ шӑрҫаран капӑрлӑхсем ӑсталать. Унпа тӗл пулу паян, июлӗн 15-мӗшӗнче, 13 сехет те 18 минутра иртет. Тӳрӗ эфирта 56-19-73 номерпе шӑнкӑравлама, калаҫӑва хутшӑнма, хӑнана ыйту пама пултаратӑр. Чăваш радио FM 88.1 (Шупашкар), FM 99.9 (Çĕрпÿ), FM 101.0 (Етĕрне), FM 105.2 (Патăръел), FM 105.4 (Йĕпреç), пралуклă хыпарлавăн 1 кнопки çинче калаçать. Унсăр пуçне Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕн сайтĕнче https://chgtrk.ru/pryamoy-efir/ он-лайн итлеме, курма, çавăн пекех телевизорпа «Раççей Радио» каналĕ çинче итлеме пулать. #чавашрадио #радиочувашии #100летвэфире