Тутарстан ҫӗрӗ ҫинче ӗмӗрхи йӑлана упракан чӑваш "Уявӗ" иртрӗ
Тутарстан ҫӗрӗ ҫинче ӗмӗрхи йӑлана упракан чӑваш "Уявӗ" иртрӗ Савӑнӑҫлӑ ӗҫ-пуҫ харӑсах икӗ районта: Ҫарӑмсан тӑрӑхӗнче тата Элкел районӗнчи Сиктӗрме ялӗнче кӗрлерӗ. Пин ҫул каяллах никӗсленнӗ Сиктӗрме ялӗ несӗлсен хӑвачӗпе вӑйланса ҫулран-ҫул чаплӑран та чаплӑ "Уяв" йӗркелет. Кӑҫал вӑл 78 регионта пурӑнакан тӗрлӗ халӑх ывӑл-хӗрне пӗрлештерчӗ. Хӑнасем ытти ҫӗршывран та пулчӗҫ. Пурте пӗрле карталанса пӗр кӗрекере савӑнчӗҫ.
127 просмотров