Шупашкарта "ПапаФЕСТ" фестиваль иртрӗ
Шупашкарта "ПапаФЕСТ" фестиваль иртрӗ Уяв Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗнче республикӑри туслӑ ҫемьесене пӗрле пуҫтарчӗ. Вӗсем тӗрлӗ ӑсталӑх урокне хутшӑнчӗҫ, пултарулӑхне кӑтартрӗҫ. Фестивале 6-мӗш ҫул регионти Обществӑлла палата пулӑшнипе ирттереҫҫӗ. Кӑҫал та йӗркелӳҫӗсем пуян та кӑсӑклӑ программа хатӗрленӗ. Николаев ячӗллӗ паркра ҫемьесем валли 40 ытла тӗрлӗ лапам ӗҫлерӗ. Йӑлана кӗнӗ йӗркепе Шалти ӗҫсен министерствипе Патшалӑх автоинспецийӗнчи специалистсем, кинологсемпе ҫӑлавҫӑсем, тухтӑрсем ачасене хӑйсен ӗҫри вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллаштарчӗҫ.