Перейти к содержимому
Максиметер

🎼КАЙРИ - МАЛА хит-парад – 12.07.2026ç.

🎼КАЙРИ - МАЛА хит-парад – 12.07.2026ç. Ҫӗнӗ юрă, урăх ҫӗнтерÿҫӗ — ҫак сăмах майлашăвӗсене час-часах калама тивнипе эпир те хӗпӗртетпӗр. Кăларăмра тăтăшах тӗрлӗ хайлав ытларах янăрать, хит-парад ҫӗнтерăҫисен йышӗ те пуянлансах пырать. Акă, паян та кăларăмра палăрнӑ черетлӗ юрăҫа чыслăпăр. Унăн ятне, яланхи пекех, чи юлашкинчен пӗлӗпӗр. Пуҫламăшӗнче вара — ҫӗнӗ юрă. 10-мĕш вырăн – Наталья Петрова, «Ирхи шуҫăм» 9-мĕш вырăн – Стас Владимиров, «Ырă сунса» 8-мĕш вырăн – Сергей Петров, «Йÿҫӗ, йÿҫӗ» 7-мĕш вырăн – Анастасия Виноградова, «Ан яр» 6-мĕш вырăн – Александр Арсентьев, «Иксӗмӗр яланлăхах» 5-мĕш вырăн – Петĕр Пĕтмен, «Шурă çĕмĕрт» 4-мĕш вырăн – Светлана Печникова, «Тăхта, ҫамрăклăх» 3-мĕш вырăн – «Хусан чăвашĕсем» ушкăн, «Йӗркеллӗ туслăх» 2-мĕш вырăн – Карина Алексеева, Леонид Захаров, «Ҫумăр ҫăвать» 1-мĕш вырăн – Татьяна Кунер, «Санпала кăна телейлӗ» Çак юрăçсем çитессинче «Кайри-мала» хит-парадра мĕнле йĕрке йышăнасси, туссем, сиртен килет. Юратнă юрăшăн хастартарах сасăлăр! Сасăлав «Одноклассники» https://ok.ru/chuvradio тата «ВКонтакте» https://vk.com/chuvradio социаллă сетьсенчи Чăваш радио ушкăнĕнче утă уйăхĕн 17-мĕшĕччен, 9.30-чен пырать. Ку эрне пĕтĕмлетĕвĕсене икĕ тытăмри сасăсене пĕрлештерсе тăвăпăр. Сасăлăр! Хисеплĕ юрăçсем! Хăвăр çĕнĕ юрăсене хит-парада хутшăнтарас тетĕр пулсан çак электронлă почта çине ярса парăр: timahvi@yandex.ru Юрă ятне, кам юрланине, кĕввине тата сăмахĕсене кам çырнине туллин кăтартма ан манăр. Хаваспах сирĕн хайлавсене радиоитлекенсемпе пĕрле хаклăпăр!

136 просмотров

Канал в каталоге Максиметера

133 подписчиков

Читать дальше

Два раза в неделю свежие посты этого канала — на почту и в личную ленту. Без повторного поиска канала вручную.