Перейти к содержимому
Максиметер

ВӐХӐТ ҪИТРӖ. АНОНС!!!

ВӐХӐТ ҪИТРӖ. АНОНС!!! Красноармейски салинче пурӑнакан Алексейпа Наталия Григорьевсен ҫемйине «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медалӗпе наградӑланӑ. Вӗсем 5 ача ҫитӗнтернӗ. Ҫемйе, юрату тата шанчӑклӑх кунне халалланӑ тӳрӗ эфира ҫемйе амӑшӗ Наталия Николаевна тата хӗрӗ Ксения Абрамова хутшӑнаҫҫӗ. Гриорьевсен кулленхи пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштараҫҫӗ тата ҫирӗп те телейлӗ ҫемйен вӑрттӑнлӑхӗсене уҫса параҫҫӗ. Тӗл пулу паян, утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, 13 сехет те 18 минутра пуҫланать. Ун вӑхӑтӗнче эсир те 56-19-73 номерпе шӑнкӑравласа калаҫӑва хутшӑнма, хӑнасене ыйтусем пама пултаратӑр. Çавăн пекех ыйту «ВКонтакте» социаллă тытăмри Чăваш радио ушкăнĕнче çак хыпарăн коммантарийĕнче хăварма юрать. Чăваш радио FM 88.1 (Шупашкар), FM 99.9 (Çĕрпÿ), FM 101.0 (Етĕрне), FM 105.2 (Патăръел), FM 105.4 (Йĕпреç), пралуклă хыпарлавăн 1 кнопки çинче калаçать. Унсăр пуçне Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕн сайтĕнче https://chgtrk.ru/pryamoy-efir/ он-лайн итлеме, курма, çавăн пекех телевизорпа «Раççей Радио» каналĕ çинче итлеме пулать.

134 просмотров

Канал в каталоге Максиметера

134 подписчиков

Читать дальше

Два раза в неделю свежие посты этого канала — на почту и в личную ленту. Без повторного поиска канала вручную.