Перейти к содержимому
Максиметер

КАЙРИ - МАЛА хит-парад – 05.07.2026ç.

КАЙРИ - МАЛА хит-парад – 05.07.2026ç. Ҫапла пулса тухать, пирӗн программа та ытларах чухне ҫулталăк вăхăчӗпе килӗшсе тăрать. Акă, халӗ, тӗслӗхрен, янкăр ҫу вăхăчӗ. Пӗрремӗш утă тапхăрӗ иртсе кайрӗ, кăштах ҫумăр ҫусан та юрать. Ҫавăнпа кăларăма та паян улшăну – «Çумăр çăвать» ҫӗнӗ юрă – кӗртетпӗр. 10-мĕш вырăн – Карина Алексеева, Леонид Захаров, «Ҫумăр ҫăвать» 9-мĕш вырăн – «Ҫеҫпӗл» ушкăн, «Эсӗ-манăн, эпӗ-санăн» 8-мĕш вырăн – Александр Арсентьев, «Иксӗмӗр яланлăхах» 7-мĕш вырăн – Сергей Петров, «Йÿҫӗ, йÿҫӗ» 6-мĕш вырăн – «Хусан чăвашĕсем» ушкăн, «Йӗркеллӗ туслăх» 5-мĕш вырăн – Стас Владимиров, «Ырă сунса» 4-мĕш вырăн – Петĕр Пĕтмен, «Шурă çĕмĕрт» 3-мĕш вырăн – Татьяна Кунер, «Санпала кăна телейлӗ» 2-мĕш вырăн – Светлана Печникова, «Тăхта, ҫамрăклăх» 1-мĕш вырăн – Наталия Исаева, «Пулӗҫ ӗмӗтсем» Çак юрăçсем çитессинче «Кайри-мала» хит-парадра мĕнле йĕрке йышăнасси, туссем, сиртен килет. Юратнă юрăшăн хастартарах сасăлăр! Сасăлав «Одноклассники» https://ok.ru/chuvradio тата «ВКонтакте» https://vk.com/chuvradio социаллă сетьсенчи Чăваш радио ушкăнĕнче утă уйăхĕн 10-мĕшĕччен, 9.30-чен пырать. Ку эрне пĕтĕмлетĕвĕсене икĕ тытăмри сасăсене пĕрлештерсе тăвăпăр. Сасăлăр! Хисеплĕ юрăçсем! Хăвăр çĕнĕ юрăсене хит-парада хутшăнтарас тетĕр пулсан çак электронлă почта çине ярса парăр: timahvi@yandex.ru Юрă ятне, кам юрланине, кĕввине тата сăмахĕсене кам çырнине туллин кăтартма ан манăр. Хаваспах сирĕн хайлавсене радиоитлекенсемпе пĕрле хаклăпăр!

139 просмотров

Канал в каталоге Максиметера

135 подписчиков

Читать дальше

Два раза в неделю свежие посты этого канала — на почту и в личную ленту. Без повторного поиска канала вручную.