ХАМӐР ЯЛ. АНОНС!
ХАМӐР ЯЛ. АНОНС! Чӑваш республикин ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Александр Морозов Республикӑн ял хуҫалӑх министерствин "Нива" вӗрентӳ центрӗнче ӗҫлеме пуҫлани кӑҫал 40 ҫул ҫитет. Ҫак хушӑра вӑл вун-вун ҫынна тӗрлӗ специальноҫа алла илме пӗлӳ панӑ. Паян ӗҫри опытпа ҫамрӑксене паллаштарать. "Техникӑна юратасси атте водительте ӗҫленӗ чухне юнашар ларса пынӑ чухне чуна кӗрсе юлнӑ", - тет. «Хамӑр ял» кăларăм ыран, июнӗн 10-мӗшӗнче, ирхине 6 сехет те 26 минутра пуçланать. Итлеме ан манӑр! Аса илтеретпӗр: Чăваш радио FM 88.1 (Шупашкар), FM 99.9 (Çĕрпÿ), FM 101.0 (Етĕрне), FM 105.2 (Патăръел), FM 105.4 (Йĕпреç), пралуклă хыпарлавăн 1 кнопки çинче калаçать. Унсăр пуçне Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕн сайтĕнче chgtrk.ru/pryamoy-efir/ он-лайн итлеме, курма, телевизорпа «Раççей Радио» каналĕ çинче итлеме пулать.