Вуншар килӗшӳ тата ӗҫлӗ тӗл пулу
Вуншар килӗшӳ тата ӗҫлӗ тӗл пулу Питӗрти 29-мӗш экономика форумӗ Чӑваш Еншӗн тухӑҫлӑ иртнӗ. Республика, уйрӑммӑн илсен, виҫӗ регионпа, ҫӗршыври тӗрлӗ пысӑк компанисемпе килӗштерсе ӗҫлеме калаҫса татӑлнӑ. Анлӑ ӗҫ-пуҫа пӗтӗмпе тӗнчери 100 ытла ҫӗршывран 20 пине яхӑн ҫын хутшӑннӑ. Форум кӑҫал "Пӗр-пӗринпе калаҫни - тӑнӑҫлӑ пуласлӑх патне ҫул" девизпа иртнӗ. Ун программинче - 150 ытла сесси, лару, инвесторсемпе тата партнерсемпе тӗл пулни.
216 просмотров