Сӗнтӗрвӑрринче ача-пӑча юхӑмӗн фестивалӗпе ҫуллахи ырӑ кунсем пуҫланнине паллӑ турӗҫ
Сӗнтӗрвӑрринче ача-пӑча юхӑмӗн фестивалӗпе ҫуллахи ырӑ кунсем пуҫланнине паллӑ турӗҫ "Пӗрремӗшсен юхӑмӗ. Ҫамрӑклӑхпа ачалӑх фестивалӗ". Чӑваш Енри 500 ытла ача Сӗнтӗрвӑрринче тӗл пулчӗҫ. Культура лапамӗнче ӑсталӑх урокӗсен, лектори палаткисем ӗҫлерӗҫ. Хастар вӗренекенсемпе Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тӗл пулчӗ. Пултарулӑхран спорт таран. Фестивальте юхӑмӑн 6 лапамӗ ӗҫлерӗ. "Пӗрлӗх - пултарулӑхра" ят панӑ кӗтесре, сӑмахран, шоперсем сӑрласа илемлетме, ҫуртасем тума вӗрентнӗ. Волонтерсем, шырав отрячӗсен хастарӗсем, ҫӑлавҫӑсемпе "ВОИН" центрти инструкторсем хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗҫ. Айӑплава пурнӑҫлакан федераци службин специалисчӗсен лапамӗнчен те ахаль иртме ҫук. Вӗсем йытӑсем хӑйсен ӗҫри тивӗҫне епле пурнӑҫланине, преступниксене мӗнле тытма пулӑшнине кӑтартса пачӗҫ.