Чӑваш Ен ӗлӗкхи ҫуртсене чӗртсе тӑратассипе патшалӑх программине хутшӑнать
Чӑваш Ен ӗлӗкхи ҫуртсене чӗртсе тӑратассипе патшалӑх программине хутшӑнать Чӑваш Енри культура эткерлӗхӗн 24 ҫурчӗ "Наследие.дом.рф" платформӑра хӑйсен пулас хуҫисене - ҫӗнӗ инвесторсене кӗтеҫҫӗ. Ҫакӑн евӗр 3 объект Улатӑр тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ. Чуварлей ялӗ хӗрринчи хырлӑхра истори пӗлтерӗшлӗ йывӑҫ ҫурт ларать. Юхӑнса кайнӑскере халӑх тахҫанах маннӑ темелле. 1932-мӗш ҫулта хута янӑскер ҫулран-ҫул кивелсе, ҫӗрсе пырать. 94 ҫул каялла кунта туберкулёзпа чирлекенсене сиплекен санаторий уҫнӑ. Аслӑ вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вара ҫуртра эвакогоспиталь ӗҫленӗ. Ҫак ҫуртран чылай аслӑрах тепӗр икӗ пӳрт вара Улатӑр хулинчи Ленин урамӗнче вырнаҫнӑ. Икӗ хутлӑ чул ҫуртсене 19-мӗш ӗмӗр вӗҫӗнче Яков Скоробогатов купса тутарнӑ. Вӗсене кая юлмасӑр реставраци тумалла.