Тӗп вырӑнта — халӑх шухӑш-кӑмӑлӗ
Тӗп вырӑнта — халӑх шухӑш-кӑмӑлӗ "Единая Россия" партин малтанхи сасӑлавне республикӑри 121 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Мала тухнисемпе Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тӗл пулчӗ. Тӗл пулу партин Обществӑлла пулӑшу штабӗнче иртрӗ. Малтанхи сасӑлава 285 ҫын регистрациленнӗ. Вӗсен йышӗнче промышленность предприятисен пуҫлӑхӗсем, вӗренӳ, сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗнче тӑрӑшакансем, влаҫ тата вырӑнти самоуправлени органӗсен ертӳҫисем тата ыттисем те. Вӑл шутра ятарлӑ ҫар операцийӗн 9 салтакӗ. Олег Николаев пухӑннисене саламланӑ май, суйлавҫӑсен шанӑҫне тӳрре кӑларасси кашнин тӗп тӗллев пулмаллине палӑртрӗ.