Шупашкарти "Южный" Культура керменӗнче ача-пӑча культурӑпа ҫутӗҫ центрӗ уҫӑлчӗ
Шупашкарти "Южный" Культура керменӗнче ача-пӑча культурӑпа ҫутӗҫ центрӗ уҫӑлчӗ Кунта хӑйсен ӑсталӑхне 7 ҫултан пуҫласа 14 ҫулчченхи ачасем туптама, вӑхӑта усӑллӑ ирттерме пултарӗҫ. Пулас центр проектне пӗлтӗр хатӗрлесе конкурса ярса панӑ. Пуҫару ытти чылай регион хушшинче ҫӗнтерӳҫӗ пулса грант выляса илнӗ. Ҫапла майпа Раҫҫейӗпе пӗрремӗш культурӑпа ҫутӗҫ центрӗ Шупашкарта уҫӑлнӑ. Ҫӗршывӗпе кун пеккисем пурӗ 100 яхӑн пулӗҫ. "Южный" керменте йӗркелени 4 пӳлӗм йышӑнать. Пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ 100 тваткал метра яхӑн. Апла пулин те кунта театр студийӗ те, юрӑ-кӗвӗ залӗ те, мультфильмсем калӑпламалли вырӑн та пур. "Ҫемье" наци проекчӗн федераци программипе кӑҫал Шупашкарта пурӗ ҫакнашкал 3 центр ӗҫлеме пуҫлӗ. 2-шӗ уҫӑлнӑ, куҫ курманнисен вулавӑшӗнчи лапама Республика кунӗ тӗлне хута яма палӑртнӑ.