Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ пуҫарнӑ "Ниме - халӑх бюджечӗ" проектпа Красноармейски округӗнче чылай...
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ пуҫарнӑ "Ниме - халӑх бюджечӗ" проектпа Красноармейски округӗнче чылай ыйту татса параҫҫӗ Кӑҫалхи ҫула кӑна трак енсем ку программа валли 118 миллион тенкӗ пӑхса хунӑ. Укҫа-тенкӗне пӗтӗмпех ялсен аталанӑвне хываҫҫӗ. Трак енсем юлашки ҫулсенче округ улшӑнса пынине уйрӑмах туйса илнӗ. "Халӑх пуҫарӑвӗ" программӑпа иртнӗ виҫӗ ҫулта 40 ҫухрӑм ҫул юсанӑ. 70 ҫухрӑм таран шыв пӑрӑхӗ хывнӑ. Паянхи кун чылай ялта таса шывпа усӑ кураҫҫӗ. Ялсене хӑтлӑх кӗртессипе ӗҫ малалла пырать. Кӑҫал муниципалитера 10 ҫухрӑм ҫул сарма, 15 ҫухрӑм шыв пӑрӑхӗ ҫӗнетме тӗллев лартнӑ.