Ӗлӗкхи япаласене ҫӗнӗ пурнӑҫ парнеленӗ
Ӗлӗкхи япаласене ҫӗнӗ пурнӑҫ парнеленӗ Сӗнтӗрвӑрринче пурӑнакан Иван Веденеев 20 ҫул ытла ӗлӗкхи япаласем пухать. Пӑрахӑҫланӑ экспонатсене ҫӗнӗ пурнӑҫ парнелесе музей та уҫнӑ вӑл. Туристсене хӑйех кӗтсе илет, несӗлсем мӗнле пурӑнни пирки каласа парать. Иван Веденеев хӑнасене купӑс каласа кӗтсе илет. Экскурси музея кӗнӗ-кӗменех пуҫланать. Кунти экспонатсене тӗпчеме чару ҫук - вӗсене тытса, ҫавӑркаласа пӑхма юрать. Мӑн асаттесемпе асаннесем пурӑннӑ вӑхӑта тавӑрас тесе Иван Веденеев туристсене ятарлӑ тум-тирпе кӗтсе илет - чӑваш кӗпипе, уринче ҫӑпата, пуҫ ҫинче хурӑн хуппинчен тунӑ карттус. Экскурсисене хӑйех ирттерет. Кашни япала пирки сехечӗ-сехечӗпе каласа пама хатӗр.